Aста педагог-химик

@Public.ru

Хими промышленноce пур отрасльпе те тенe пекех уйрaлми тачa cыхaннa. Вaл сиенлe те, cав вaхaтрах усaллa та пулма пултарать. Ку наука пирки пeлeве вара этем шкул саккинченех илет.

Шкул ачисене cак предметпа вeрентнe Аверкий Андреевич Гарашкин 1918 cулхи октябрeн 23-мeшeнче Атaлъял ялeнче нумай ачаллa хресчен cемйинче cуралнa. Ашшe Андрей Алексеевич Гарашкин I Тeнче вaрcинче юланутca пулса cапacнa. Вaл вулама-cырма пeлнe, cавaнпа та ачисене те вeрентме тaрaшнa. Малтанах Аверкий Гарашкин ялти пуcламaш шкулта, музыка шкулeнче вeреннe. 1932-1934 cулсенче Cyлтикассинчи Cамрaк колхозниксен шкулeнче aс пухнa, ун хыccaн Ишлейри вaтам шкула aнacлa вeренсе пeтернe – аттестатра пeтeмпех «5» паллa пулнa. Чaваш педагогика институчeн естествознанипе хими факультетне вeренме кeресси cавaнпа та чaрмав кaларса тaратман. 1942 cулхи январeн 7-мeшeнче аслa пeлyллe педагог пулса тaрать. Унтан хyтeлев сооруженийeсене тунa ceрте ecлет. Cав cулах cамрaка Хeрлe Cар ретне илеcce. Аверкий Гарашкин малтанах рядовой, унтан курсант пулса Красноармейск хулинчи стрелоксен 1-мeш запаслa полкe cумeнчи курсантсен шкулeнче вeреннe, cар тивecне унта пурнacланa.

1942 cулхи майaн 23-мeшeнче вaрca хирeнче йывaр контузи илнине пула салтака cар тивeceнчен хaтарса киле яраcce. Вaрcaран таврaнсан тyрех aна Чулхулари шыв cул транспорчeн участокне мобилизацилеcce. Виce cул хушши, 1943-1946 cулсенче, вырaнти «Богатырь» колхозра счетовод, колхоз председателeн cумe пулса тaрaшнa. Cапах та чунe ачасене вeрентес ecех туртaннa. Аверкий Андреевич 40 cула яхaн кyршeлле Муркаш районне кeрекен Шомик шкулeнче ачасене биологипе хими предмечeсене вeрентет. 1948 cулхи сaн yкерчeкре вaл – вeренекенeсен хушшинче. Cывaхра пулнa май вaл шкула Атaлъялпа Хорнсор ачисем те вeренме cyренe, халe те cyреcce. Aста педагог ачасене cут cанталaка юратма хaнaхтарнa. 0,8 га ceр cинче панулми сачe паха cимec кyнe. Пeтeмпе 175 улмуccи, пахча хeррисене 100 хыр лартса cавaрнa вaл. Сыхланса юлнa йывacсем халe те кашни кeркунне ачасене савaнac кyреcce. Аверкий Гарашкин педагог шкулта пахча cимecе акса, вaхaтра им-cамласа, туса илес вeрентeве опытсем cинче никeсленe. Сaнавсене вeренекенeсене явacтарнa. «Cамрaк натуралист-агрохимик» кружока aнacлa ертсе пынипе пeрлех cак хушaра икe теcетке cула яхaн профком, «Хeрлe Хeреспе» «ДОСААФ» обществaсен председателeнче, агитаторта тaрaшнa. 27 cул тaван колхоза пыл хурчeсене eрчетсе пулaшнa. Аверкий Андреевич халaх вeрентeвeн тытaмeнче нумай cул тaрaшса ecленeшeн ЧАССР вeрентy министерствин Хисеп хутне (1960), «Халaха вeрентес ec отличникe» (1964) палла тата 5 медале — вeсен хушшинче «1941- 1945 cулсенче Тaван ceршывaн Аслa вaрcи вaхaтeнче ырми-канми ecленeшeн» (1993) медаль те – тивecнe. Ec ветеранe Евдокия мaшaрeпе 3 ача пaхса cитeнтернe. Шaпах 10 cул каялла, 2006 cулхи майaн 11-мeшeнче, Аверкий Андреевич пирeнтен eмeрлeхех уйрaлса кайрe. Халe унaн тeп килeнче ывaлeн cемйи пурaнать.

Ашшeн ecне хeрe Альбина малалла тaсрe. Альбина Гарашкина И.Я. Яковлев ячeллe ЧППИ-eн биологипе хими факультетeнчен вeренсе тухсан 30 cул Кaшавaш шкулeнче ачасене пeлy пачe. Гарашкинсен химипе биологи aслaлaхeпе педагогикaри стажe 68 cулпа танлашать. «Халe Кaшавaш шкулeнче манaн вeренекен Светлана Николаева биологипе хими предмечeсене вeрентет. Тепeр вeренекен Оксана Завожина вара Шупашкарти шкулта cав предметсемпех ачасене пeлy парать», – терe кaмaллaн Альбина Аверкиевна.

Аверкий Гарашкин — вырaнти химик – ячe Атaлъялти Тaван ceршывaн Аслa вaрcин паттaрeсене асaнса лартнa «Мaнаcлa салтак» cумeнчи асaну хaми cинче те eмeрлeхех cырaннa. Cакaн пек йeр хaварнa вaл хaйeн пурнaceнче.

Сaмах май Майaн 29-мeшe – Химик кунe. Уява СССР Президиумeн Аслa Совечeн 1965 cулхи майaн 10-мeшeнчи указeпе кашни cулах cак уйaхaн юлашки вырсарникунeнче паллa тaваcce.

Николай Смирнов, Атaлъял

Анализ
×
Николаева Светлана
Смирнов Николай
Яковлев И.Я.
Гарашкин Андрей Алексеевич
Гарашкина Альбина Аверкиевна